Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Илйинка ял тӑрӑхӗ

Юнкӑ ял тӑрӑхӗн сайчӗ
Юнкӑ ял тӑрӑхӗн сайчӗ

Ял тӑрӑхӗсен сайчӗсем халь пурин те пур. Вӗсене влаҫрисем ятарласа темиҫе ҫул каялла хатӗрленӗ, пурте cap.ru сайтӑн никӗслӗхне (движокне) усӑ кураҫҫӗ. Ҫавна май вӗсенчен хӑшӗ лайӑхрах та чаплӑрах пулнине те палӑртма йывӑр. Ҫапах та вӗсене ҫӗнетсе тӑрас ӗҫе лайӑхлатас тӗлӗшпе тӗрлӗрен ӑмӑртусем ирттереҫҫӗ-ирттереҫҫех.

Ак, нумай пулмасть, Муркаш районӗнчи сайтсем хушшинче ҫавнашкал ӑмӑрту иртнӗ. Пурӗ виҫӗ номинаци пулнӑ: «Чи лайӑх сайт», «Сайтан чи лайӑх дизайнӗ», «Чи вулакан сайт».

Пахалавҫӑсен, паллах, самай пуҫ ватма тивнӗ — 16 сайт хушшинче чи хӑтлине, уйрӑмах вӗсем пурте тенӗ пекех пӗрешкел курӑннӑран, тупма чӑнах та йывӑр. Ҫапла май сайт тытӑмне, унпа меллӗ усӑ курма май пуррине, материала вырнаҫтарнӑ май пултаруллӑха кӑтартнине шута илме тивнӗ.

Чи лайӑх сайт ятне Юнкӑ ял тӑрӑхӗн сайчӗ тивӗҫнӗ. Мӗн кӑтартуллӑ — те сӑпайлӑ пулнӑран — анчах та вӗсен сайтӗнче хӑйсем малти вырӑна тухни пирки пӗр сӑмах та ҫук. 2-мӗш вырӑн Муркаш ял тӑрӑхӗн сайтне лекнӗ, Катькассем — 3-мӗш.

Малалла...

 

Хӑнасене сӑйланӑ май
Хӑнасене сӑйланӑ май

Трен ялӗ хитре вырӑнта вырнаҫнӑ — сӑртсем, варсем, уйсем таврана илем кӳреҫҫӗ. Хытӑ ҫул та яла ҫитет, ун витӗр тухса Илйинкӑналла тӑсӑлать.

Нумай пулмасть ку ялта «Юман» чӗре сурилӗх кафе уҫнӑ. Ҫӗнӗ хупаха уҫнӑ май ТМЯО хуҫисем — Бычков М.А. директор тата ун мӑшӑрӗ Нина Юрьевна — пурне те хӑнана чӗннӗ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ю.В. Перцев та унта пулчӗ — вӑл хуҫасене ӗҫ тупӑшлӑ пуласса шанчӗ, ӑнӑҫупа ырлӑх сывлӑх сунчӗ.

Хӑнасене «Юман» хуҫи лайӑх хӑналарӗ — шӳрпе те пулчӗ, салат тавраш та. Эсир те, Шупашкартан Илйинкӑналла ҫул выртнӑ чухне вӗсем патне кӗрсе тухайратӑр — сире вӗри апатпа тӑрантарӗҫ, чейпе тата кофепе сӑйлӗҫ.

 

Литература каҫӗнчи самант
Литература каҫӗнчи самант

Акан 16-мӗшӗнче паллӑ драматург Василий Ржанов ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитрӗ. Ҫак куна халалласа Муркаш районӗнчи Илйинка шкулӗнче литература каҫӗ иртрӗ.

Мероприятие Муркаш районӗн пуҫлӑхӗ Иванов Ю.А. уҫрӗ. Малалла пухӑннӑ халӑх умӗнче Илйинка ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Ю.В. Перцев, шкул директорӗ В.Ф. Ильина тухса калаҫрӗҫ.

Вӑрманкасси ял клубӗнчи драма ушкӑнӗ Василий Ржанов ҫырнӑ «Автан ахаль авӑтмасть» комедин пӗр пайне лартса кӑтартрӗҫ. Шкул ачисем те аякра тӑмарӗҫ — ҫыравҫӑн «Имена героев его книг бессмертны» кӗнекинчи текста вуласа пачӗҫ.

Литература каҫӗ Трен, Апчар, Вӑрманкасси культура ҫурчӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗпе вӗҫленчӗ.

 

Ржанов Василий Тимофеевич 1915 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче Муркаш районне кӗрекен Вӑрманкассинче ҫуралнӑ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем